Элӗк районӗнче пурӑнакан виҫӗ арҫын выльӑх пуҫтарса ҫӳрекен усламҫӑна вӗлернӗ.
Кӑҫалхи ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫав виҫӗ этем Элеккӗнушкӑнь ялне выльӑх-чӗрлӗх туянакан ҫын Чулхула облаҫӗнчен килнине пӗлнӗ. Усламҫӑн укҫа чылай пулӗ, ӑна ҫаратса тенӗ.
Усал шухӑш тытнӑскерсем (ушкӑнра 33 тата 40 ҫулсенчи шӑллӗпе пиччӗшӗ, вӗсен 53 ҫулти пӗлӗшӗ пулнӑ) выльӑх сутанҫи ӳтӗм тупса аслӑраххин килне илӗртсе кӗрсе кайнӑ. Унта пӗр тӑвансенчен асли арҫынна пуҫӗнчен кирпӗчпе ҫапнӑ, вӑл персе ансан ӑна виҫҫӗн тан хӗнесе пӗтернӗ. Унтан кил хуҫи вӗрен илсе тухнӑ та пӗр тӑвансенчен асли арҫынна пӑвма тытӑннӑ, тепӗр иккӗшӗ алли-уринчен тытса тӑнӑ.
Кайран вилене сайхах ҫине пенӗ. Унтан вӗсем выльӑх туянаканӑн машинине чӗртсе тепӗр яла тухса кайнӑ. Машинӑри пӑрӑва хӑйсен пӗлӗш-хӗрарӑмне парса хӑварнӑ.
...Арҫынсенчен пӗрне суд 24 ҫуллӑха хупса хума йышӑннӑ, теприсене — 17 та 15-шер ҫуллӑха.
Элӗк районӗнчи тӑлӑх прокуратура пулӑшнипе кӑна хваттерлӗ пулнӑ. Каччӑна ашшӗ-амӑшӗсӗр тӑрса юлсан ҫурт-йӗр тивӗҫмешкӗн черете тӑратнӑ.
Хайхискер 18 ҫул тултарнӑ, хваттер вара паман. Хӑй ҫемьеленнӗ, харпӑрлӑхӗнче ҫурт-йӗр пулман. Ҫавна май унӑн укҫа тӳлесе хваттер тара илме тивнӗ. Ҫапла самай нухрат тӑкакланӑ.
Прокуратура вырӑнти администрацие тӑлӑха хваттерпе тивӗҫтерме ыйтса тавӑҫ тӑратнӑ. Кун хыҫҫӑн тин ӑна ҫӗнӗ те хӑтлӑ ҫуртра хваттер уйӑрса панӑ.
Элӗк, Ҫӗмӗрле тат Ҫӗрпӳ районӗсенче кустӑрма ҫинчи автоклуб ӗҫлеме тытӑнӗ. Ӗнер вӗсен уҫҫисене тыттарнӑ.
Автоклубсене «Культура» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн туяннӑ. Вӗсенче пуҫтарса сӳтмелли сцена, хывса тӑхӑнмалли пӳлӗм, сасӑ тата ҫутӑ хатӗр-хӗтӗрӗ, коллективри 15 ҫын валли вырӑн пур. Ҫавӑн пекех генератор ӗҫлет, вӑл автоклуба 4 сехет электроэнергипе тивӗҫтерме пултарать.
ЧР Культура министерстви шантарнӑ тӑрӑх, ҫакнашкал куҫса ҫӳрекен клубсем кашни районтах пулмалла.
Чӑваш Енре ӗҫлесе пурӑнакан тата тепӗр темиҫе ҫынна тава тивӗҫлӗ ятсем панӑ.
Элӗк районӗнчи тӗп клуб тытӑмӗнчи халӑх театрӗн режиссёрне Инна Афанасьевӑна тата Шупашкарти ача-пӑча ӳнерӗн 1-мӗш шкулӗн преподавательне Ольга Рудаковӑна «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят пама йышӑннӑ. Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Элӗкри халӑх театрӗ пирки темиҫе сӑмахпа та пулин тӗплӗнрех пӗлтерес килет. Асӑннӑ театра В.И. Волков ятлӑ ҫын 1934 ҫулта пуҫарса янӑ. Хӑй тӗллӗн вӗреннӗ атистсем 1968 ҫулта А. Эсхел ӗҫӗ тӑрӑх «Виҫӗ туй» спектакль лартнӑ. Ҫав ҫулах коллектива халӑх ятне панӑ.
2007 ҫултанпа коллектива Инна Афанасьева ертсе пырать. Инна Витальевна Хусанти культура институтӗнче вӗреннӗ.
Элӗк районӗнче Сурӑм юханшывӗ урлӑ хывнӑ кӗпер хӗл хыҫҫӑн япӑхлансах кайнӑ. Кун пирки вырӑнти халӑх пӗлтерет.
Кӗпер "Никольское - Етӗрне - Нурӑс" ҫул ҫинче вырнаҫнӑ. "Ӑна часрах юсамалла", - тет халӑх.
Тӳре-шара ку кӗпер пирки пӗлет. Пӗлтӗр ӑна юсама документацие хатӗрленӗ, кӑҫал вара ӗҫсене пуҫӑнмалла-мӗн. Ку ӗҫ 2 ҫула тӑсӑлӗ. Юсава вара, документра палӑртнӑ тӑрӑх, ака уйӑхӗнчех пуҫӑнмалла пулнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Мускаври «Хӗвелтухӑҫ» станцире «Аслӑ Ҫӗнтерӳ сӑнӗсем» экспозици уҫӑлӗ. Унта Совет Союзӗн 70 Паттӑрӗ кӗрӗ. Ҫав шутра пирӗн ентеш Агриппина Алексеевна Янович та пулӗ. Вӑл 98 ҫулта.
Агриппина Алексеевна – Элӗк районӗнчи Тури Татмӑш ялӗнчен. 17 ҫулта чухне ӑна Троцк хулине мобилизациленӗ, унта медсестрана вӗреннӗ.
Ҫӗнтерӗве вӑл Кенигсбергра кӗтсе илнӗ. Ӑна «Ҫапӑҫура кӑтартнӑшӑн» медальпе чысланӑ.
Элӗк районӗнчи Татмӑш ялӗнче иртнӗ шӑматкун «Атӑл ҫӑлӗ» ҫутҫанталӑк паркне тирпейленӗ. Ку парк аталанса пырать пулин те, экологи шӑматкунлӑхне ирттермелӗх ӗҫ унта тупӑннӑ.
Ял ҫыннисем тӗплӗн хатӗрленнӗ: парка хӑт кӗртес ӗҫ епле аталаннине сӑнлакан 7 метр тӑршшӗ баннер карса хунӑ, артистсем валли сцена ӑсталанӑ.
Чи кирлӗ ӗҫ пирки те манман: нумай пулмасть лартнӑ йывӑҫсене тирпейленӗ, тавралӑха пӗлтӗрхи ҫулҫӑран тасатнӑ, арҫынсем пуртӑ тытса хунавсене иртнӗ. Шӑматкунлӑха ятарласа ҫитнӗ хӑнасем паркра, ҫӑлкуҫ тавра, йывӑҫсем лартнӑ: кедр, юман тата каштан хунавӗсене.
Тарласа ӗҫленӗ хыҫҫӑн пурте сцена патне пухӑннӑ. Шӑматкунлӑха йӗркелекенсем пурте те тав сӑмахӗ каланӑ хыҫҫӑн сцена ҫине чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗ Александр Шадриков хӑпарнӑ. Татмӑш халӑхӗпе «Атӑл ҫӑлӗ» парка хӑт кӗртме килнӗ хӑнасене ҫавӑн пекех хӑйӗн пултарулӑхӗпе «Каҫхи Шупашкар» вокал ушкӑнӗ савӑнтарнӑ.
Ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Мария Ильичёва (Шуракӑш) (22.04.1948-03.12.2022) ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитнӗ.
Мария Фёдоровна Элӗк районӗнчи Прашкушкӑнь ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл — юрӑҫ, музыкант, хӑй тӗллӗн вӗреннӗ композитор, ӗҫпе тыл ветеранӗсен фольклор ансамблӗн ертӳҫи пулнӑ, Пӗтӗм чӑвашсен А. Канаш ячӗллӗ ҫамрӑксен премийӗн лауреачӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ наци премийӗн лауреачӗ.
Элӗк районӗнче – ҫӗнӗ прокурор. Алексей Владимирова ҫак должноҫе ҫирӗплетесси пирки РФ Тӗп прокурорӗ хушӑва алӑ пуснӑ.
Алексей Владимиров Шупашкарта ҫуралнӑ. Унӑн юридици пӗлӗвӗ пур. Вӑл Вӑрнар районӗн прокурорӗн пулӑшуҫинче ӗҫленӗ, унтан аслӑ пулӑшуҫӑ пулнӑ. Кайран ҫав районтах прокурор ҫумӗ пулнӑ. Кун хыҫҫӑн Етӗрне районӗн прокурорӗн ҫумӗнче вӑй хунӑ.
2020 ҫултанпа Шупашкарти Калинин районӗн прокурорӗн ҫумӗнче ӗҫленӗ. Халӗ ӑна Элӗк районне ӗҫлеме янӑ.
Ейӳ вӑхӑтӗнче Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑм ялӗнче пӗртен-пӗр кӗпер арканнӑ.
Ҫавна май ҫынсем ял масарӗ ҫине каяймаҫҫӗ, Янӑш ялне ҫитсе килеймеҫҫӗ, "Новый путь" ЯХПК уй-хирне каҫаймаҫҫӗ. Ӗнер ялти хастарсем арканнӑ кӗпер патне ҫитсе курнӑ. "Республикӑра ку инкек пирки илтмен ахӑртнех. Халӑх пулӑшасса кӗтет", - тенӗ хастарсем.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.